Ырӑ — Усал

 

1304Шуйттан шуйхатсан шуй пулать.Турӑ — Шуйттан
1305Шуйттан шыва сӗтӗрсе каять те лаша туса ҫӳреме тытӑнать тет.Турӑ — Шуйттан
1306Шуйттан ырӑ пулас ҫук.Турӑ — Шуйттан
1308Шуйттана та ҫылӑх шуйттана кӑларнӑ.Турӑ — Шуйттан
1309Шуйттана Турӑран ытларах аса илеҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1310Шуйттанӑн Турри те ҫук, ҫапах пурӑнать.Турӑ — Шуйттан
1311Шуйттанран хӑрасан шыва та кӗрес мар.Турӑ — Шуйттан
1312Шуйттансӑр туй ҫук тет.Турӑ — Шуйттан
1313Шуйханнӑ чух шуйттан та куҫа курӑнӗ.Турӑ — Шуйттан
901Шыври шывра путмасть, ыр ҫын сӑмах айне пулмасть.Ырӑ — Усал
1433Ылтӑн та мар, кемӗл те мар, атте-анне пилӗ — ҫав хаклӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1434Ылхан ани ҫинче шӑмӑ нумай.Ырӑ суну — Ылхан
1435Ылхан ача ырӑ тума пӗлес ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
1436Ылхан вӑхӑт ыйтмасӑрах килсе ҫитет.Ырӑ суну — Ылхан
1437Ылхан енне кайсассӑн ыр курасса ан асӑн.Ырӑ суну — Ылхан
1438Ылхан ҫурмалла теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1439Ылхан ылханать.Ырӑ суну — Ылхан
1440Ылханакана ылхан лекет.Ырӑ суну — Ылхан
1441Ылханаканӑн хӑйӗн пурнӑҫ ӑнмасть теҫҫӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1442Ылханма пӗлмен ылхан каялла вӑрӑннӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1443Ылханнӑ ылхан ахаль ӳкмест.Ырӑ суну — Ылхан
1444Ылханнипе ырлӑх ҫук.Ырӑ суну — Ылхан
902Ыр йытӑ кӗтӳҫе уттармасть.Ырӑ — Усал
903Ыр куракан ыр пулӗ, усал куракан усал пулӗ.Ырӑ — Усал
904Ыр лаша ҫула тухсан паллӑ, ыр этем ӗҫ тусан паллӑ.Ырӑ — Усал
905Ыр лашана пӗр пушӑ, ыр ҫынна пӗр сӑмах.Ырӑ — Усал
906Ыр пурнӑҫпа ырмастӑн, усаллипе ыратӑн.Ырӑ — Усал
907Ыр пурнӑҫран кам йӗрет?Ырӑ — Усал
1445Ыр сунакан хур курмасть.Ырӑ суну — Ылхан
1446Ыр сунакан ыр курӗ, хур тӑвакан хур курӗ.Ырӑ суну — Ылхан
1447Ыр сунакана ырлӑх кӗтет.Ырӑ суну — Ылхан
1448Ыр сунса панӑ путек карта пуҫ пулнӑ.Ырӑ суну — Ылхан
1449Ыр сунса панӑ путек ылханса панӑ ӗнерен маларах.Ырӑ суну — Ылхан
1450Ыр сунса панӑ япала алла пӑхать.Ырӑ суну — Ылхан
1451Ыр сунса панӑ япалан ӗмӗрӗ вӑрӑм.Ырӑ суну — Ылхан
1452Ыр сунса пани ӗмӗрлӗх.Ырӑ суну — Ылхан
908Ыр ҫимӗҫ йӑлӑхтармасть, ыр ҫын йӑлӑнтармасть.Ырӑ — Усал
909Ыр ҫын алӑкӗ ахаль уҫӑлмасть.Ырӑ — Усал
910Ыр ҫын вилсе пӗтсен те усал тата виҫ кун пурӑнӗ теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
912Ыр ҫын ӗмӗрӗ ыр туса иртет.Ырӑ — Усал
913Ыр ҫын ӗни сакӑр чӗчӗллӗ.Ырӑ — Усал
914Ыр ҫын ӗҫки тӑваттӑ.Ырӑ — Усал
915Ыр ҫын ӗҫки юрӑпа тет.Ырӑ — Усал
916Ыр ҫын килсен савӑнӑҫ.Ырӑ — Усал
917Ыр ҫын патне чӗнмесӗрех хӑна пырать.Ырӑ — Усал
918Ыр ҫын пуласси ачаран паллӑ, лайӑх лаша пуласси тихаран паллӑ.Ырӑ — Усал
919Ыр ҫын сахалпах тутӑ пулать, усал нумайпа та тӑранмасть.Ырӑ — Усал
920Ыр ҫын ҫине алӑ ан ҫӗкле тенӗ.Ырӑ — Усал
921Ыр ҫын ҫинче ят тӑмасть.Ырӑ — Усал
922Ыр ҫын ҫынна хурламасть, хурлама мар, хӑй ырлать.Ырӑ — Усал